Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Нумай енпе аталаннӑ ӗҫчен

Кӑҫалхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче пирӗн вӑхӑтри паллӑ ҫыравҫӑ, ӑста ӳнерҫӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Тӑван Атӑл» журналӑн тата чӑваш таврапӗлӳҫисен Алексей Милли ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ В.Сидоров-Эктел 60 ҫул тултармаллаччӗ. Шел, шӑпи ӑна 2005 ҫулта пирӗнтен яланлӑхах уйӑрса кайрӗ.
Вӑл — манӑн шӑллӑм. Юлашки вӑхӑтра куҫ умне час-часах унӑн ачалӑхӗ тухать. 6-7 ҫулта чухнех Вася килте, уйрӑмах пахчара атте-аннене пулӑшма тӑрӑшатчӗ. Тарӑн ҫырма хӗрринчи пирӗн пысӑк пахчара ҫӗрулмисӗр пуҫне темиҫе йӑран хӑяр, купӑста, кӑшман, сухан, помидор, редис тата тем те пӗр ҫитӗнетчӗ. Ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑкра вӗсене шӑварма шыв питӗ нумай кирлӗ. Ҫавӑнпа эпир, аслӑ ывӑлӗсем, 100-150 метрта вырнаҫнӑ пӗвене ирӗн-каҫӑн тенӗ пек хутлаттӑмӑр, вун-вун витре шыв йӑтнӑ. Мӗн чухлӗ йӑрана ҫум курӑкран тасатман пуль тата.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен варринче пирӗн атте — Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпари вӑтам шкул учителӗ П.В. Сидоров — вырӑнти «Слава» колхозӑн сад пахчине пӑхса тӑма тата унта утарта ӗҫлеме килӗшнӗччӗ те эпир каникул кунӗсенче тӑршшӗпех унпа пӗрлеччӗ.
Вася манран тӗслӗх илсе мӗн пӗчӗкрен физкультурӑпа спорта юратса ӳсрӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра каҫхи апат умӗн ҫерем ҫинче мечӗк хӑвалама (футбол евӗр вӑйӑ), тӑршшӗне е ҫӳллӗшне сикме, пӗр-пӗринпе кӗрешме, ӑмӑртса чупма юрататтӑмӑр. Хӑш-пӗр чух пирӗн туслӑ-тӑванла тупӑшусене кӳршӗри юлташсем те — Николай Салмин, Алексей Павлов, Кронид Свиягин, Николай Арефьев, Владимир Гордеев тата ытти хастар та ҫивӗч шкул ачисем хутшӑнатчӗҫ.
Хӗл ларсанах вара ҫывӑхри пӗвере е ҫырмара конькипе ярӑнаттӑмӑр, хурӑнран ӑсталанӑ йӗлтӗр ҫине тӑрса Лащӑ юханшыв тӑрӑх Тутарстанри Пӑва районне кӗрекен Тутиел ялӗ патне ҫитиех чупаттӑмӑр. Хамӑр ялти шкулта 40-50 ҫул каялла физкультура учителӗсем тӑтӑшах улшӑнатчӗҫ. Пире ун чухне нимӗнле ятарлӑ пӗлӳ илмен, анчах та иртнӗ вӑрҫӑра палӑрнӑ саппасри кӗҫӗн офицерсем вӗрентнӗ. Вӗсем хӑшӗсем футболпа та, баскетболпа та, хоккейпа та кӑсӑкланман. Апла пулин те эпир, Сидоровсем, атте тӑрӑшнипе мӗн пӗчӗкрен спорта юратса ӳснӗ.
1958 ҫултаччӗ пулас, кӑрлач пуҫламӑшӗнче аслӑрах юлташсем чӑнкӑ ҫыранра юр купаласа хӑйне евӗрлӗ трамплин турӗҫ. Пуҫларӑмӑр вара тупӑшма — кам аяккарах йӗлтӗрпе сикет. Хӑшӗ-пӗри 5-6 метр тӑршшӗне сикме пултарчӗ. Пирӗн харсӑр Вася вара пӗррехинче ҫичӗ метра яхӑнах сикрӗ, анчах та йӗлтӗрӗсем хӗресленсе кайнине пула питӗ мелсӗр ӳкрӗ те сылтӑм урине хуҫса пӑрахрӗ. Ун чухне шӑллӑма киле пысӑк ҫунашкапа туртса килнӗччӗ. Тепӗр кунне ӑна район центрне — Елчӗк больницине ӑсатрӑмӑр. Больницӑран кӑларсан та Вася килте пӗр уйӑх ытла гипспа выртрӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра, йывӑҫ кравать ҫинче йӑваланнӑ май, айван содержаниллӗ ача-пача сӑввисем ҫырма пуҫларӗ. Тата пӗр пӗчӗк альбом картинӑсем ӳкерсе тултарчӗ. Паллах, кӗнеке вулама питӗ юрататчӗ Вася.
1960-1961 ҫулсенче пирӗн шкулта чӑваш литературине Р.А.Чепунов вӗрентрӗ. Эпир хаваспах Роман Андреевич ертсе пынӑ литература кружокне ҫӳреттӗмӗр, хамӑр алӑпа ҫырса «Сунтал» журнал кӑлараттӑмӑр. Пӗр ӳстермесӗрех калатӑп, халӗ Шупашкар районӗнче пурӑнакан педагогика ӗҫӗн ветеранӗ тата паллӑ ҫыравҫӑ Роман Чепунов пирӗн пурнӑҫра тарӑн йӗр хӑварчӗ.
Василин пӗрремӗш сӑввисем шӑп хӗрӗх пилӗк ҫул каялла районти «Колхоз ялавӗ» (халӗ — «Елчӗк ен») хаҫатра пичетленме пуҫланӑ. 1966 ҫулта вара унӑн темиҫе сӑввине республикӑри «Пионер сасси» хаҫатра кӑларнӑ. Ҫав ҫулах шкулти стена хаҫачӗн художникӗ, 10-мӗш класра вӗренекен В.Сидоров хайӗн карикатурӑллӑ ӳкерчӗкне «Капкӑн» журнала ярса панӑ. Кунта та ӑш пиллӗн йышӑннӑ, маттур яша малашне тата тухӑҫлӑрах ӗҫлеме хавхалантарнӑ.
Лаш Таяпа тӑрӑхӗнчен ӳнер ӑстисем нумай тухнӑ. Кунти вӑтам шкула Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Енилин, пӗр тӑван Юрий тата Олег Ксенофонтовсем вӗренсе пӗтернӗ. 40-50 ҫул каялла вара пирӗн яла Мускавран ватӑ ӑста Иван Дмитриев-Эльмек ятарласа килсе ӗҫлетчӗ, ӳкеретчӗ. Вӗсенчен тӗслӗх илсе Вася та ӳнер тӗнчипе яланлӑхах туслашнӑ. Ахальтен мар ентӗ вӑл вунпӗр класс пӗтерсенех Чӑваш педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне вӗренме кӗчӗ.
Унӑн чи юратнӑ поэчӗсенчен тата художникӗсенчен пӗри вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ К.В.Иванов пулнӑ. Хӑйӗн диплом ӗҫне вӑл «Нарспири» ҫӑл умӗнчи сыпӑка аса илсе РСФСР халӑх художникӗ Н.В.Овчинников профессор ертсе пынипе «Пусӑ умӗнче» картина ӳкернӗ. Экзамен комиссийӗнче ӑна «5» паллӑпа хакланӑ.
Василий педагогика институтӗнче вӗреннӗ вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ҫилҫунат» литература пӗрлешӗвӗ лайӑх ӗҫленӗ, каччӑ унта ҫӳренӗ. Ҫамрӑк поэтсенчен ытларахӑшӗ — Раиса Сарпи, Любовь Мартьянова, Любовь Федорова, Афалек Энтепе, Герман Желтухин, Егор Ядыков, Василий Кервен, Николай Кушманов тата ыттисем те — шӑпах ҫак университетра вӗреннӗ. Василий яланах вӗсемпе туслӑ пулнӑ, хӑйӗн сӑввисене ҫулленех «Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем» сборникре пичетленӗ. 1970 ҫулта вӑл ҫамрӑк поэтсен республикӑри конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Педагогика институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн В.Сидоров Узбекистанри Наманган хулине ӗҫлеме кайма килӗшнӗ. Кунта икӗ ҫула яхӑн политехника техникумӗнче черчени тата рисовани вӗрентнӗ. Наманганрах ӑна Совет Ҫарне илнӗ. Ҫулталӑк ҫурӑ хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн тӑван ене таврӑнчӗ. Ун чухнехи райӗҫтӑвком председателӗ Н.Кархилин ӑна район архитекторӗнче ӗҫлеме сӗнчӗ. Пилӗк ҫул архитекторта ӗҫлесе шкулсем, выльӑх-чӗрлӗх комплексӗсем, пурӑнмалли ҫуртсем тӑвас ӗҫе тӳрремӗнех хутшӑннӑ вӑл, пысӑк колхозсен тӗп усадьбисен планӗсене тӑвас тӗлӗшпе те нумай вӑй хучӗ.
Елчӗкре ӗҫленӗ чухнех Мускаври М.Горький ячӗллӗ литература институтне вӗренме кӗчӗ. Ҫав тапхӑрта Василий Эктел ятпа сӑввисене Мускаври хаҫат-журналта, «Молодая гвардия» тата «Современник» издательствӑсем кӑларакан альманахсемпе сборниксенче пичетлеме мехел ҫитерчӗ.
1979 ҫулта вара чӑваш литературинче самаях палӑрнӑскер ҫемйипе Шупашкара куҫса килчӗ, чӑваш телевиденийӗнче корреспондентра ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫӗнӗ хыпарсен кӑларӑмӗсене хатӗрлес тӗллевпе тӑтӑшах республикӑн тӗрлӗ кӗтесне тухса ҫӳретчӗ, халӑха кӑсӑклантаракан кӑларӑмсем хатӗрлетчӗ.
Унӑн ача-пӑча валли ҫырнӑ сӑввисен пӗрремӗш кӗнеки «Тӗлӗнтермӗшсем» ятпа Чӑваш кӗнеке издательствинче 1982 ҫулта кун ҫути курчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн В.Эктел кӗске вӑхӑтрах тата виҫӗ кӗнеке кӑларма мехел ҫитерчӗ: «Иртнӗ кун ҫути», «Ҫӗре тӑнлатӑп» тата «Чи хитри» (пурте сӑвӑсен пуххи). 1988 ҫулта ӑна СССР писателӗсен союзне йышӑнчӗҫ. Ҫав ҫулах Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер Василие «Ялав» журналӑн илемлӗх редакторӗнче ӗҫлеме сӗнчӗ.
90-мӗш ҫулсенче ӑна проза ярса илчӗ, 1994 ҫулта унӑн ҫӗнетӳ тапхӑрӗнчи йывӑр тата пӑтрашуллӑ пурнӑҫа сӑнлакан «Шавкӑн» романӗ пичетрен тухрӗ. Сӑввисен ҫӑлкуҫӗ те типсе лармарӗ, 19 ҫулта Мускавра «Грачиный город» сӑвӑ кӗнеки пичетленсе тухрӗ.
Ҫак ҫулсенчех В.Эктел «Калем» издательство йӗркелерӗ. Ултӑ ҫул хушшинче кунта 113 кӗнеке кун ҫути курчӗ. Василий Петрович ытларах халиччен питех палӑрса кайман, анчах та пултаруллӑ, паянхи кун темипе ҫыракан прозаиксемпе поэтсен хайлавӗсене пичетлеме тӑрӑшрӗ. «Калемра», сӑмахран, Тутарстанри Павлӑ хулинче пурӑнакан Виталий Козловӑн икӗ кӗнеки, Пушкӑртстанри Зинаида Сурпан, Василий Антонов, Микул Ишимбай, Аркадий Русаков, Геннадий Челпир, Василий Музыкантов ҫыравҫӑсен хайлавӗсем тухрӗҫ.
Издательство йӗркелесе янӑ хыҫҫӑн В.Эктел талӑкра 12-14 сехет таранчченех ӗҫлетчӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл калавсемпе эссесем, чӑнлавсем, повеҫсем, «Ӳсӗр карап» трагеди тата «Пархатар» роман ҫырчӗ. Вӗсенчен чылайӑшне «Калем» издательствӑрах кӑларчӗ. Хӑйӗн хайлавӗсенче ҫыравҫӑ вулакан патне тарӑн шухӑшлавӗпе, паянхи пурнӑҫ тишкерӗвӗпе ҫитме тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнпа пурте вӗсем чӗрӗ ӳкерчӗклӗ, витӗмлӗ те ӗнентерӳллӗ пулатчӗҫ.
Мӗн чухлӗ обществӑлла ӗҫ пурнӑҫламан тата вӑл: Елчӗкре архитекторта ӗҫленӗ чухнех райӗҫтӑвкомӑн профсоюз комитечӗн председательне, ВЛКСМ райкомӗн членне суйланӑ ӑна. Районти спорт ӑмӑртӑвӗсенче яланах малти вырӑнсенче пулнӑ. Вӑл атте пекех «Колхоз ялавӗ» хаҫатӑн чи хастар ялкорӗсенчен пӗри шутланнӑ. Мӗнле майпа тата ӑҫтан ҫавӑн чухлӗ вӑй-хӑват тата вӑхӑт тупнӑ вӑл — тӗлӗнетӗп. Ҫак ыйтӑва пӗррехинче савнӑ мӑшӑрӗ Людмила Ефстафьевна ҫапларах хуравланӑччӗ:
— Унӑн яланах ҫирӗп кун йӗрки пулнӑ. Ирхине шӑп пилӗк сехетре вӑранатчӗ те стадиона физзарядка тума каятчӗ. Унтан килсен, ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн кофе ӗҫетчӗ, вара сехетрен кая мар сӗтел хушшинче ӗҫлесе ларатчӗ. Эпӗ вӑл мӗн ҫырнине нихӑҫан та тӗрӗслемен. Апла пулин те чухлаттӑмччӗ, ҫав вӑхӑтра Вася, никам та кансӗрлемен чух, пӗр-пӗр сӑвӑ е хайлав шӑрҫаласа хуратчӗ...
«Пархатар» роман ҫырма пуҫласан Василий ҫӑмӑл автомобиль туянчӗ. Ҫӗнӗ хайлавӑн тӗп геройӗсем Етӗрне тата Элӗк районӗсенче пурӑннӑ, ҫавна май кашни эрнере тенӗ пекех Сӑр тата Мӑн Выла тӑрӑхне кайса килетчӗ. 2004 ҫулхи хура кӗркунне пӗтӗм машинине кӗнекесем тултарса Тольяттире тата Нурлат тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫыравҫӑсен кӗнекисене леҫме кайрӗ вӑл. Ҫак ҫул ҫӳреврен таврӑннӑ чухне каҫарахпа вӗтӗ пӑрпа ҫумӑр ҫунӑ, шоссе ҫулӗ пӑрлакланма пуҫланӑ. Итлесшӗнех пулман ҫавӑн пек лару-тӑрура сахал опытлӑ водителе машина. Хусана ҫитме ҫӗр ҫухрӑма яхӑн юлсан «Жигули» пысӑк канава ҫаврӑнса ӳкнӗ, аманнӑ Василий вара унтах ҫӗр каҫнӑ.
Ҫавӑн пек пысӑк пӑтӑрмах хыҫҫӑн Василий Петрович час-часах чирлеме, пӗр-пӗр яваплӑ ӗҫе вӑхӑтра тӑвайманшӑн чӑркӑшма пуҫлатчӗ. Иртен пуҫласа сӗм каҫчен нумай ӗҫленине пула канӑҫне сухатнӑскерӗн чӗри сисӗнмесӗрех хавшама пуҫланӑ. Ӑш-хырӑмпа та аптрама пуҫларӗ вӑл. 2005 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче тӗп хула больницисенче те виҫӗ хутчен сипленчӗ, анчах усси пулмарӗ — ҫурла уйӑхӗн варринче вӑл яланлӑхах куҫне хупрӗ.
Ӗмӗчӗсем ытла та пысӑкчӗ Эктелӗн. Тата темиҫе кӗнеке кӑлармалӑх материал хатӗрлесе ҫитернӗччӗ, «Калем» издательствӑн ӗҫне ҫӳллӗрех шая ҫӗклесшӗн тӑрӑшатчӗ. Шел ӗнтӗ, ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хӑйне хӑй кирлӗ пек упраймасӑр пиртен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайре манӑн канӑҫсӑр шӑллӑм.
Унпа сывпуллашма панулми сӑпасӗн хӗвеллӗ кунӗнче вӑл пурӑннӑ Ахазов урамӗнчи ҫурт патне ҫыравҫӑсемпе ӳнер ӑстисем, тӗрлӗ министерствӑпа ведомствӑсен, хуласемпе районсен, предприятисемпе хуҫалӑхсен яваплӑ ӗҫченӗсем, ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх юлташӗсем, кӳршисем пуҫтарӑнчӗҫ. Хӑй ыйтнине шута илсе Василие Лаш Таяпари масарта пытартӑмӑр. Тӑван ялта. Унӑн вил тӑприйӗ ҫывӑхӗнчех Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, паллӑ скульптор Ю.И. Ксенофонтов, РСФСР тава тивӗҫлӗ учителӗ О.М. Ятманов, Елчӗк районӗнче «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ветеринари врачӗ» хисеплӗ ята чи малтан тивӗҫнӗ П.Н. Князев, ҫӗршывӗпе паллӑ агроном С.И. Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ, ҫывӑх юлташӗ Г.И. Арефьев ӗмӗрлӗхех канлӗх тупнӑ.
Василий Петрович яланлӑхах ҫутӑ тӗнчепе сывпуллашнӑранпа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пилӗк ҫул ҫитет. Вӑхӑт сисӗнмесӗрех малалла шӑвать. Аллӑ ҫул та, ӗмӗрсем те иртӗҫ, анчах та чӑваш ӳнер тӗнчинче, культурипе искусствинче пархатарлӑн палӑрса юлнӑ Василий Эктел сӑнарӗ нихӑҫан та манӑҫмӗ.

Петӗр Лаштай
«Тӑван Атӑл», 2010, 2№>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-04-05 18:32:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6107 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем